Ӗнер республикӑра 5 пушар пулнӑ. Пӗринче ҫын суранланнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Шупашкар районӗнчи «Хастар» юлташлӑхра хуралтӑ таврашӗсене ҫулӑм тӗп тунӑ. Юнашарах ларакан икӗ хутлӑ ҫурта ҫулӑмран сыхласа хӑварма май килнӗ.
Шупашкарти Ашмарин урамӗнче кафере пушар алхаснӑ. Ун чухне, ирхи 3 сехет ҫурӑра, унта ҫынсем пулман. Хуралҫӑ шар курман.
Кӑнтӑрла Хевеш урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Хуҫи пирусне сӳнтерме маннӑ-мӗн. 34 ҫулти арҫын ҫывӑрнӑ, сӳнтермен пирусран матрас ҫунма тытӑннӑ. Хӑй шар курман.
Шупашкар районӗнчи «Тихий берег» кану базинче ҫулӑм алхаснӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче вара ҫурт ҫуннӑ. 41 ҫулти хуҫи чутах ҫунса вилмен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳрте чӗртсе яма пултарнӑ.
Элӗк районӗнче тырӑ склачӗ пулнӑ ҫурт ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «01» пульт ҫине Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. 8 сехет те 30 минутра унта склад ҫунма пуҫланӑ. Унта ял хуҫалӑх техникине лартнӑ, гараж пек усӑ курнӑ.
Пушар 400 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Тӑрри йӑлтах ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм тырӑ вырмалли ДОН-1500 Б комбайна та сиенлетнӗ.
Ҫав кунах Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнче мунча ҫуннӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 243 пушар тухнӑ, вӗсенче 28 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 11-шӗ суранланнӑ.
Шупашкарта ватӑ хӗрарӑм урама балкон урлӑ тухма хӑтланнӑ. Юрать-ха, ӑна иртен-ҫӳрен вӑхӑтра асӑрханӑ.
Ку Энгельс урамӗнче пулнӑ. Ватӑскере килте питӗрсе хӑварнӑ. Анчах вӑл килте ларас темен ахӑртнех – урама балкон урлӑ тухма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна иртен-ҫӳрен курнӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, кинемей чӳречерен матрас пенӗ. Ӑна урамра пыракансем тӳрех курнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу, полицескисем вырӑна ҫитнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем балкон патне пусма тӑратса хваттере кӗнӗ. Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, кинемее хваттерте ачисем хупса лартнӑ.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче МЧС ветеранӗ Виталий Николаевич Петьков пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 74 ҫулта пулнӑ.
Виталий Николаевич 1947 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1972-1973 ҫулсенче вӑл ҫарта пулнӑ. 1977-1991 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн парти органӗсенче ертӳҫӗ должноҫӗсенче ӗҫленӗ.
1998 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен Виталий Петьков Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ пулнӑ. 2005-2008 ҫулсенче ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Виталий Николаевичпа ыран, пушӑн 8-мӗшӗнче, 11.30-12.30 сехетре ҫак адреспа сывпуллашӗҫ: Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 9-мӗш ҫурт, 9-мӗш корпус.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Атӑл леш енчи кану базинче пушар алхаснӑ. Юрать-ха, инкекре ҫынсем шар курман, ҫав вӑхӑтра унта канакансем пулман.
Пушар Октябрьски поселокӗнчи кану базинче кӑнтӑрла иртни 2 сехетсенче пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗ пӳртсене куҫма паман, пушара сӳнтернӗ.
Аса илтерер: Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ирхи 5 сехет иртсен, Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче пушар тухнӑ. Унта, шел те, 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра – 3 ача.
Ӗнер каҫхине 22 сехетре Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи пӗр хваттер ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте алхаснӑ.
Пушар тухсан ҫав ҫуртра пурӑнакан ҫынсене урама кӑларнӑ. Хваттер хуҫи, 20 ҫулти хӗр, шар курнӑ. Ӑна урама илсе тухас тесе чӳрече патне пусма лартнӑ. Анчах вӑл кирлӗ пулман, хӗре алӑкранах йӑтса тухма май килнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хваттер хуҫи тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 19 сехет те 30 минутра Улатӑрти Гоголь урамӗнчи 117-мӗш ҫуртра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарлать.
Ҫулӑм пӗр пӳлӗме тӗп тунӑ. Шел те, пушар инкекпе вӗҫленнӗ. Пушар тухнӑ самантра килте 58 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ, унӑн 32-ри ывӑлӗ, вӗсен 30-ти пӗлӗшӗ пулнӑ. 30 ҫулти арҫынна хулари пульницӑна илсе кайнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗн 38 ҫулти хӗрне ҫӑлма май килмен.
Пушара сӳнтернӗ вӑхӑтра 10 ҫынна подъездран кӑларнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗнче пуҫлӑх улшӑннӑ. Унӑн тивӗҫӗсене Сергей Ерофеев пурнӑҫлать, хальлӗхе ӑна ҫирӗплетмен-ха.
Сергей Ерофеев Шупашкартах ҫуралса ӳснӗ. 1993-2010 ҫулсенче вӑл Етӗрне районӗнче ӗҫленӗ: пушарпа ҫӑлав отрячӗн инспекторӗ, пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ, патшалӑх пушар надзорӗн пайӗн ертӳҫи пулнӑ.
Иртнӗ эрнере асӑннӑ ведомствӑна Алексей Струженков ертсе пынӑ, вӑл ку пукана кӑҫал ҫу уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Халӗ вӑл пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ шутланать.
Станислав Антонов ку ведомствӑна 11 ҫул ертсе пынӑ. Вӑл кӑҫал ака уйӑхӗнче ку должноҫрен кайнӑ.
Атӑл леш енче тата Улатӑр районӗнчи Первомайски вӑрман хуҫалӑхӗнче пушар алхаснӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Атӑл леш енче Октябрьски поселокӗ ҫывӑхӗнче вӑрманти ҫӗр ҫинчи сий ҫуннӑ. Улатӑр районӗнче те ҫавнашкалах пӑтӑрмах пулнӑ. Икӗ тӗслӗхре те пушар ҫулӑмпа асӑрханманран тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ 133 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗтӗмпе 600 гектар ытла ҫуннӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӳп-ҫапа ҫулӑм ярса илнӗ 250 тӗслӗх пулнӑ. Пур пушар та тенӗ пекех ҫын айӑпӗпе пулнӑ. Паянхи кун тӗлне типӗ курӑк ҫунтарнӑшӑн 170 яхӑн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Нимрен те хӑраман карчӑк теме пулать ун пирки. Ватӑскере килте питӗрсе хӑварнӑ. Анчах унӑн килте ларас килмен… карниз ҫине уҫӑлма тухнӑ.
Карчӑк карниз тӑрӑх утнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи 13-мӗш ҫурт умне Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитсе тӑнӑ.
Карчӑк ватӑ, тӑванӗсем ӑна хваттерте питӗрсе хӑварнӑ. Ӑна вара ку килӗшмен-тӗр. Карчӑк балкон чӳречи урлӑ карниз ҫине тухнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пусмапа ватӑ хӗрарӑм патне хӑпарнӑ та ӑна хваттере кӗме ӳкӗте кӗртнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |